Вӑхӑт ҫитрӗ 13.05.26
ПрограммыЧӑваш радио 100 ҫул тултарнӑ май. Пирӗн студи хӑни паян Чӑваш радиора 30 ҫул ытла музыка редакторӗнче ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗ Ираида Канавичева пулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ираида Александровна чылай артист, композитор, музыкант пирки кӑмӑллӑ та кӑсӑклӑ передачӑсем хатӗрленӗ, радио фонотеки валли пултарулӑх ушкӑнӗсен, фольклор коллективӗсен сассисене ҫырса хӑварнӑ.