Ҫула тухсан 13.101.2025
ПрограммыРеспубликӑри округсенче халӑх хутшӑннипе пурнӑҫлама палӑртнӑ проектсемшӗн сасӑласси нумаях пулмасть вӗҫленчӗ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Малти Ишек территори пайне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем ку тӗлӗшпе питӗ активлӑ. Пай пуҫлӑхӗ Вячеслав Ластухин ҫакнашкал патшалӑх программине халӑх халӗ ӑнланса илсе кӑмӑлпах унта хутшӑннине палӑртать.