Чӑваш тӗнчи 13.03.2026

Кӑҫалхи ҫула Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗх ҫултаӑкӗ тесе палӑртнӑ. Районсен, хальхилле каласан, округсен ентешлӗхӗсем ҫак пӗрлӗхе ҫирӗплетеҫҫӗ те. Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнӑ пултаруллӑ яш-кӗрӗмӗпе хӗрӗсем, аслисемпе ҫамрӑккисем пӗрле пуҫтарӑнса канашларӗҫ, савӑнчӗҫ.