Чӑваш тӗнчи. 03.04.26
ПрограммыПаян эпир сирӗнпе Анна Тумалановӑн пултарулӑхӗпе паллашӑпӑр. Вӑл Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнать. Республикӑри культура министерстви ирттернӗ чӑвашла алҫырусен конкурсӗнче унӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ кӗске калавсен пуххине «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» тесе ят панӑ вӑл.