Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче «Сывлӑх пункчӗ» ӗҫлерӗ 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуçарнă "Шаг к здоровью" проектпа килĕшÿллĕн кашни муниципалитетрах куҫса ҫӳрекен «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеççĕ. Ҫак кунсенче тухтӑрсен ушкӑнӗ Вӑрнар округӗнчи Ҫӗрпел ялне ҫитрӗ. 

Юн тата куҫ пусӑмне тӗрӗслеттерме, сахӑрпа холестерин шайне пӗлме, анализ пама май пулчӗ. Ҫавӑн пекех ЭКГ пӳлӗмӗ те ӗҫлерӗ. Тухтӑр патне ҫырӑнмасӑр тата черет тӑмасӑр неврологӑн, офтальмологӑн, терапевтӑн, гинекологӑн сӗнӳ-канашне илме май пурри паха. Кирлӗ пулсан тухтӑрсем хушма тӗрӗслеве яраҫҫӗ. 

Ятарлӑ пунктра хӑйӗн сывлӑхне кашни кӑмӑл тӑвакан тӗрӗслеттерме пултарать. "Шаг к здоровью" проектӑн тӗп тӗллевӗ шӑпах Чӑваш Енре пурӑнакансен сывлӑхне тимлӗх уйӑрасси, чир-чӗре шала кайиччен асӑрхаса вӑхӑтра сиплесси. Вырӑнтах тухтӑрсен сӗнӳ-канашне илме май туса панипе ҫӗрпелсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ. 

Пурӗ ҫак кун куҫса ҫӳрекен "Сывлӑх пунктӗнче" 122 ҫын медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухрӗ. 

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов