Юн тата куҫ пусӑмне тӗрӗслеттерме, сахӑрпа холестерин шайне пӗлме, анализ пама май пулчӗ. Ҫавӑн пекех ЭКГ пӳлӗмӗ те ӗҫлерӗ. Тухтӑр патне ҫырӑнмасӑр тата черет тӑмасӑр неврологӑн, офтальмологӑн, терапевтӑн, гинекологӑн сӗнӳ-канашне илме май пурри паха. Кирлӗ пулсан тухтӑрсем хушма тӗрӗслеве яраҫҫӗ.
Ятарлӑ пунктра хӑйӗн сывлӑхне кашни кӑмӑл тӑвакан тӗрӗслеттерме пултарать. "Шаг к здоровью" проектӑн тӗп тӗллевӗ шӑпах Чӑваш Енре пурӑнакансен сывлӑхне тимлӗх уйӑрасси, чир-чӗре шала кайиччен асӑрхаса вӑхӑтра сиплесси. Вырӑнтах тухтӑрсен сӗнӳ-канашне илме май туса панипе ҫӗрпелсем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Пурӗ ҫак кун куҫса ҫӳрекен "Сывлӑх пунктӗнче" 122 ҫын медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухрӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








