Вӑхӑтра тӗрӗсленни пурнӑҫне ҫӑлнӑ

Республикӑри кардиологи диспансерӗнче чӗрепе аптракан 50 ҫулти арҫынна операци тунӑ. Ҫакӑ Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакан вӑй питти ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Чире вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе пурнӑҫа кӗртекен "Сывлӑх патне утӑм" проекта пула тупса палӑртнӑ.

"Шаг к здоровью" проекта кӑҫал ҫулла пуҫарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн пациентсем патне тухтӑрсем хӑйсем ҫитнӗ темелле. Ятарлӑ пунктра сывлӑхне кашни кӑмӑл тӑвакан тӗрӗслеттерме пултарнӑ. Ҫак ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ шӑпах чир-чӗре шала кайиччен асӑрхаса вӑхӑтра сиплесси. Ҫавӑн пекех анализсем пама, гриппран прививка тутарма пулнӑ. Ҫӑвӗпе тухтӑрсем пур хулапа округа ҫитнӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче медицина десанчӗ Шупашкар тӑрӑхӗнче Курак-Чурачӑк ялӗнчи халӑха йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тухтӑрсем пӗр пациента ҫийӗнчех операци тумасан инфаркт пулма пултарассине палӑртнӑ.

Анчах та арҫын пульницӑна тӳрех каясшӑн пулман. Фельдшер ӳкӗтленипе виҫҫӗмӗш хутӗнче ҫеҫ вӑл стационара выртма килӗшнӗ. Ҫапла Сергей Калинин республикӑри кардиодиспансера лекнӗ. Тухтӑрсем вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑр унӑн чӗре патне пыракан юн тымарӗсене шунтировани тунӑ. Халӗ пациент хӑйне аван туять. Пурнӑҫӗ мӗнле хӑрушлӑхра пулнине тин ҫеҫ ӑнланса илнӗ вӑл.

"Шаг к здоровью" проекта виҫӗ уйӑхра 2 пин медицина ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Вӗсем 66 пин те 500 ҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Кашни виҫҫӗмӗшне хушма тӗрӗслеве тата сипленме янӑ. Ҫакӑншӑн республика ҫыннисем тухтӑрсене тав тӑваҫҫӗ кӑна.

Оксана Верликова, Татьяна Иванова, Бахтияр Велиев