Тухтӑрсем 85 ҫынна йышӑнчӗҫ. Стоматолог, дерматолог, терапевт сӗнӳ-канашне илме, холестеринпа сахӑр шайне тӗрӗслеттерме пултарчӗҫ вӗсем, ЭКГ туса чӗре мӗнле ӗҫленине те пӗлчӗҫ. Специалистсем тӗрӗс мӗнле апатланмалли пирки ӑнлантарса пачӗҫ.
«Шаг к здоровью" проекта ҫамрӑксем те, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйсем пирки тӳрех систермен чирсене палӑртма, сиплеве вӑхӑтра пуҫлама пулӑшать.
«Сывлӑх пункчӗсем» ӑҫта тата хӑҫан чарӑнассине Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлме пулать. Шупашкарта тухтӑрсен бригади ыран Тӗп пасар умӗнчи лаптӑкра 15 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров








