Диспансеризаци е медицина тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тухтӑрсем тӗрлӗ чир аталанма пуҫланине тупса палӑртаҫҫӗ. Тӗпрен илсен, сывлӑхӗ аптрамаҫ, анчах пурнӑҫ йӗркине улӑштармасан ҫулсем иртнӗ май ӑш-чикре тӗрлӗ амак вӑй илме пултарать. Ҫакнашкал пациентсене сывлӑх центрӗсем хӑйсен хӳттине илеҫҫӗ. Медицина профилактикин тухтӑрӗсем ятарлӑ анкетӑсем хатӗрленӗ. Ыйту хуравӗсем специалистсене ҫын епле апатланнине, эрех-сӑра унӑн пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑннине тишкерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗплӗн ҫыхӑнса ӗҫлени ҫынсене хӑйсен сывлӑхне ытларах тимлеме хистет.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници Шупашкарти Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗсенчи 300 пин ытла ҫын сывлӑхне пӑхса тӑрать. Ҫавӑн пекех республикӑри 8 округра пурӑнакансенне.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров