Чӑн-чӑн тухтӑр ӗмӗр тӑршшӗпе вӗренет, ҫавӑнпа тӗнче шайӗнче ят-сум илнӗ специалистсен ӗҫри ӑсталӑхӗпе паллашма, сӗнӳ-канашне итлеме кашниех хавас. Чӑваш Енре иртнӗ 5 ҫулта медицина тытӑмне самай аталантарма май килнӗ. Вӑл шутра хальхи йышши хатӗрсене ӗҫе кӗртни те. Ҫакна валли 145 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи саманара ҫӗршывӗпе анлӑ сарӑлнӑ электронлӑ сервиссем, искусствӑлла ӑс та тухтӑрсен ӗҫӗнче курӑмлӑ вырӑн йышӑнать.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, регионти сывлӑх кӑтартӑвӗн шайӗ те лайӑхланса пырать. Ҫулленех 900 пине яхӑн ҫын диспансеризаци тухать. Олег Николаев пуҫарнӑ "Сывлӑх патне утӑм" проект ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. "ФАП - центр притяжения здоровья" программа та халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарма пулӑшнӑ.
Шупашкарти 2-мӗш медицина форумӗ темиҫе лапамра иртрӗ. Программӑра ӑслӑлӑх лекцийӗсем, тухтӑрсемпе студентсем валли вӗрентӳ семинарӗсем. Унсӑр пуҫне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫре малта пыракансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Святослав Петров