Ҫын мӗнпе чирленине палӑртма тухтӑрсене лаборатори тӗпчевӗ пулӑшать. Вӑл диагноз лартма кирлӗ информацин 70 ытла процентне уҫса парать. Ҫавна май ҫак службӑна аталантарни тухтӑрсемшӗн те, республикӑра пурӑнакансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ.
Хулари 1-мӗш больницӑра централизациленӗ клиникӑпа диагностика лабораторийӗ ӗҫлет. Кунта тӗпчевсене хӑйсем валли кӑна мар ытти муниципалитетсем валли те тӑваҫҫӗ. Конференцие хутшӑнакансен лабораторие пахалама май пулчӗ. Хӑнасемпе пӗрле кунта тӗпрен ҫӗнетнӗ микробиологи уйрӑмне, ПЦР-диагностика, ИФА-тестировани уйрӑмне уҫрӗҫ. Ҫулталӑкне кунта 300 пин ытла тӗрлӗ тӗпчев тӑваҫҫӗ.
- Пилӗк хутлӑ ҫурта юсама республика бюджетӗнчен 170 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Лабораторие хальхи йышши аппаратсемпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме тепӗр 160 миллион тенкӗ усӑ курнӑ, - пӗлтерчӗ Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Владимир Степанов.
Ӗҫлеме меллӗ майсем туса панӑшӑн тухтӑрсем уйрӑмах кӑмӑллӑ.
Лабораторие ҫӗнӗ хатӗрсемпе пуянлатни тӗпчевсен шутне, пахалӑхне ӳстерме май парӗ. Унӑн ӗҫне конференцие килнӗ хӑнасем пысӑк хак пачӗҫ. Чӑваш Енре бактериологи служби те пӗрлехи тытӑмра ӗҫлӗ. Микробиологи тӗпчевӗсене республика ҫыннисем валли икӗ медицина организацинче ирттерӗҫ, ҫав шутра хулари 1-мӗш клиника больницинче.
Екатерина Фомина, Александра Борисова, Виктор Степанов








