Куҫне тӗрӗслеттерме, сӗнӳ-канаш илме пултарчӗҫ

Республикӑри офтальмологи клиника больницинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисем валли уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ. 

Димитрий Петров - ятарлӑ ҫар опеарцийӗн ветеранӗ, 2-мӗш ушкӑнри инвалид. Аманнӑ хыҫҫӑн куҫ япӑх курма пуҫларӗ, тет салтак. Тухтӑрсем куҫ ҫивӗчлӗхне тӗплӗ тӗпченӗ хыҫҫӑн диагноз лартрӗҫ, малалла мӗнле сипленмеллине палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех хирургпа канашлама сӗнчӗҫ. Ытларах чухне салтаксем куҫпа контузи пулсан е йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн аптрама пуҫлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне вара операци те кирлӗ. Сывлӑхне тӗрӗслеттерме, сӗнӳ-канаш илме ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем кӑна мар, вӗсен ҫемйисем те пултараҫҫӗ. 

Куҫ - питӗ черчен орган. Вӑхӑтра сипленменни суккӑрлӑх патне те илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа та уҫӑ алӑк кунӗнче тӗрӗсленме пултарни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Пациентсене ҫапла майпа кашни уйӑхрах йышӑнаҫҫӗ.

Диана Сафонова, Святослав Петров