Хальхи майсене унчченхипе танлаштарма та ҫук

"Ҫемье" наци проекчӗн амӑшӗпе пепкин сывлӑхне сыхлассипе ҫыхӑннӑ федераци проекчӗн витӗмӗпе Канаш тӑрӑхӗнчи Шӑхасанта хӗрарӑмсен консультацийӗ уҫӑлнӑ. Пулас амӑшӗсемпе ытти хӗрарӑма пулӑшу кӳрекен уйрӑма пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитсе курчӗ. 

Ҫак таранччен Канаш округӗнчи хӗрарӑмсене пӑхма больницӑра 2 пӳлӗм кӑна пулнӑ. Пӗринче пепке кӗтекенсене, тепринче ыттисене йышӑннӑ. Паллах, ку тӑрӑхри 12 пине яхӑн ҫын сывлӑхне тимлекен тухтӑрсем патне черечӗ те пысӑк, майӗсем те кирлӗ шайрах пулман. 2025-мӗш ҫулти чӳк уйӑхӗнче уҫӑлнӑ уйрӑм вырӑнти халӑхшӑн чӑн парне пулса тӑнӑ. Сиплевпе диагностика, УЗИ пӳлӗмӗ, процедурӑсем ирттермелли кабинет. Учреждение килнӗ 40 ытла ҫӗнӗ йышши оборудовани йышӗнче сӗтел-пукан, хальхи йышши тӗрӗслев аппарачӗсем, юн пусӑмне тимлемелли монитор, пепкен чӗре таппине тишкермелли хатӗр. 

Хӗрарӑмсен консультацийӗнче 3 тухтӑр ӗҫлет. Унсӑр пуҫне психологран, юристран, социаллӑ ӗҫченрен тӑракан ушкӑн пур. Ҫак специалистсем те чӗри айӗнче пепке йӑтса ҫӳрекенсене пур енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ. Вӗсен витӗмӗпе юлашки ҫулсенче округри ҫие юлнӑ вун-вун хӗрарӑм иккӗленӗве сирсе ывӑл-хӗрне пурнӑҫ парнеленӗ. Сӑмах май, Канаш тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсенчен ҫурри - ача ҫуратмалли ӳсӗмре. Паянхи кун хӗрарӑмсен консультацийӗнче 60 ытла йывӑр ҫын сывлӑхне тимлеҫҫӗ. 

5-мӗш хут "анне" ятне илтме хатӗрленекен Лариса Сергееван та танлаштармалли пур. 4 пепки варта аталаннӑ хушӑра вӑл малтанхи йышӑну пӳлӗмне ҫӳренӗ. Хальхи майсемпе ҫав тери кӑмӑллӑ. 

Медицина пулӑшӑвӗн шайӗ ӳссе пынӑ май Канаш тӑрӑхӗнче те демографи лару-тӑрӑвӗ ырӑ енне улшӑнасса шанаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов