Ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме пурнӑҫ хӑй хистет

Чӑваш Енри медицина учрежденийӗсене пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри район больницисене Ҫӗнӗ Шупашкартипе пӗрлештерсе медицина центрӗ йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пек утӑм тума мӗн хистет? Халӑха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине вӑл мӗнле витӗм кӳрет? Ҫак ыйтусене Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова тата ытти яваплӑ пуҫлӑхсем халӑхпа сӳтсе яврӗҫ.

Больницӑсен ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелеме пурнӑҫ хӑй хистет. Чи малтанах демографи лару-тӑрӑвӗ витӗм кӳрет. Шел пулин те, халӑх йышӗ сахалланса пырать. Лариса Тарасова министр пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 5 ҫулта Куславкка район больници ҫумне ҫирӗплетнӗ пациентсен йышӗ 11 процент чакнӑ. Ҫавна май специалистсен шутне те, койкӑсен вырӑнне те "кӗскетме" тивет. Виҫӗ медицина учрежденине пӗрлештерсен вара больница ҫумне ҫирӗплетнӗ ҫын шучӗ 150 пинпе танлашӗ.

Мӗн чухлӗ нумайрах халӑха йышӑнать больница - унти сиплев майӗсем те анлӑрах. Ҫамрӑк специалистсем те пысӑк медицина учрежденийӗсене кӑмӑлпах ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ. 

Халӑха, паллах, Ҫӗнӗ Шупашкар больницине мӗнле ҫитесси пӑшӑрхантарть - ҫывӑх ҫул мар. Хальхи вӑхӑтра Куславккаран унта пӗр автобус та ҫӳремест. Ку ыйтупа ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр, маршрут йӗркелетпӗр, терӗ транспорт министрӗ Максим Петров. Куславккаран пӗрремӗш автобус ирхине 6 сехетре тапранса кайӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан - 8 сехет те 30 минутра. Юлашки рейс Куславккаран 16 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкартан 19 сехет те 30 минутра пулать. Тухтӑрсем хӑйсем те Куславкка больницине пырса ҫӳрӗҫ. Унсӑр пуҫне округра кӑҫал 3 фельдшерпа акушер пункчӗ хута каймалла. 

Сӗнтӗрвӑрринче те Куславккари пекех лару-тӑру. Иртнӗ 5 ҫулта район тӗп больници ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑх йышӗ 15 процент чакнӑ. Кунта та ҫирӗплетсех каларӗҫ - район больници мӗнле ӗҫленӗ, малашне те ҫавӑн пекех ӗҫлӗ, пӗр уйрӑм та хупӑнмасть. Специалистсем вара ҫитмеҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри район больницине кӑҫал тӗллевлӗ майпа 4 терапевт тата пӗр педиатр килмелле. Медицина учрежденисене пӗрлештерни ҫӗнӗ майсем уҫма пулӑшать. Вӗсене хальхи медицина хатӗрӗсемпе ытларах тивӗҫтереҫҫӗ, специалистсен ӗҫ укҫи те ӳсмелле. Хӑшпӗр улшӑнусем тӗп хулари поликлинкӑсемпе больницӑсене те пырса тивеҫҫӗ. 

Диана Сафонова, Юлия Скрябина, Игорь Ульянов, Бахтияр Велиев