Ятарлӑ пунктра хӑйӗн сывлӑхне кашни кӑмӑл тӑвакан тӗрӗслеттерме пултарать. "Шаг к здоровью" проектӑн тӗп тӗллевӗ шӑпах Чӑваш Енре пурӑнакансен сывлӑхне тимлӗх уйӑрасси, чир-чӗре шала кайиччен асӑрхаса вӑхӑтра сиплесси.
Ҫак кун кунта юн тата куҫ пусӑмне тӗрӗслеттерме, сахӑрпа холестирин шайне пӗлме анализ пама май пулчӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑх пунктӗнче ЭКГ, флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлерӗҫ. Тухтӑр патне ҫырӑнмасӑр тата черет тӑмасӑр кардиологӑн, неврологӑн, офтальмологӑн, терапевтӑн, стоматологӑн сӗнӳ-канашне илме май пурри те паха. Кирлӗ пулсан тухтӑрсем хушма тӗрӗслеве яраҫҫӗ. 4 сехет хушшинче куҫса ҫӳрекен "сывлӑх пунктӗнче" 140 ҫын медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухрӗ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов