Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче харӑсах 2 фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗ

Михайловка тата Ҫӗньял ялӗсенче хальхи йышши медицина пункчӗсем тума нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин вырӑнти халӑхпа курса калаҫнӑ хыҫҫӑн Хушу панӑ. Вӑл каланине кӗске хушӑрах пурнӑҫланӑ. 

Михайловкӑри малтанхи фельдшер пунктне 1960-мӗш ҫулта хута янӑ. Медицина ӗҫченӗ пулӑшу ыйтма пыракансене пӗчӗк те сивӗ пӳлӗмре йышӑннӑ, шыв ӑсма ҫӑл патне ҫӳренӗ. Ҫӗнӗ ҫурт туса лартни халӑхшӑн савӑнӑҫ, фельдшершӑн - ҫӑмӑллӑх. Таврари 4 ялти ҫын сывлӑхне тимлесе тӑма, пирвайхи пулӑшу пама майӗсем те тивӗҫлӗ. Ялшӑн чӑн уяв пулса тӑнӑ кун пысӑках мар сарӑ кермен умӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. 

Ҫӗньялсене те ырӑ сӑлтав пӗрле пуҫтарчӗ. Ҫӗнӗ те ҫутӑ, хӑтлӑ медпункта 5 ялти 200 ҫын сывлӑхне тӗрӗслеме, фельдшертан сӗнӳ-канаш ыйтма ҫӳрӗ. Ирина Терещенко пӗр хушӑ Краснодар тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӑван кӗтес хӑй патнеллех туртнӑ. Ӗҫ майӗсем те савӑнтараҫҫӗ специалиста. 

Кунта кардиограмма тума, анализсем пама, ытти тӗрӗслев ирттерме май пур. Фельдшер аслӑрах специалистпа канашлама тӳрӗ ҫыхӑнӑва тухма та пултарать. 

Республикӑра иртнӗ 4 ҫулта кӑна пирвайхи медицина пулӑшӑвӗ памалли 280 учреждение ҫӗнетнӗ. Ҫитес ҫулхи черетре тепӗр 19. Вӑл шутра медпунктсем, тухтӑр амбулаторийӗсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн уйрӑмӗсем. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров