Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари станцийӗ ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ

Ӑна хӑвӑрт пуҫтарӑнакан модульсенчен тунӑ, республикӑра ку пӗрремӗш ҫавнашкал клиника. Хальхи йышши учреждени ӗҫӗпе Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев тата депутатсем паллашрӗҫ. 

Марина Оленова тухтӑр патне Молли йыттине тата кушакне илсе килнӗ. Тӑватӑ ураллӑ тусӗсен сывлӑхне хуҫи тӗрӗслеттерсех тӑрать. Килсӗр юлнисене те пулӑшать. Марина - волонтёр, ветеринари клиникинче тӑтӑшах пулать. 

Ҫӗнӗ клиника хута янӑшӑн выльӑх тухтӑрӗсем уйрӑмах хӗпӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари станцин ҫуртне 1961-мӗш ҫултах лартнӑ. Вырӑн ҫитменнипе ҫынсен хӑйсен черетне тепӗр чухне урамра та кӗтме тивнӗ.  Сӑмах май, кунта 2 пин ытла килти выльӑх сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ.

Выльӑхсене пулӑшу кӳмелли майсем халӗ анлӑ. Ветеринарипе санитари экспертизи ирттерме, операци тума, узи тата рентген пӑхма уйрӑм пӳлӗмсем пур. Вӗсенче ҫӗнӗ хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. 
Ҫӗнӗ клиникӑна хута яма отраслӗн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану стратегийӗпе килӗшӳллӗн 23 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Андрей Макушев министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Правительстви ветеринари службин ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрать. Кӑҫал иртнӗ ҫулпа танлаштарсан 111 миллион тенкӗ нумайрах укҫа пӑхса хӑварнӑ. Тӗллевсенчен пӗри - Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетесси.  

Екатерина Фомина, Борис Андреев