Ача ҫуратмалли пӳлӗмре хальлӗхе шӑплӑх хуҫаланать. Темиҫе минут каялла кӑна вара кунта арҫын ача ҫут тӗнчене килнӗ. Халӗ вӑл амӑшӗпе юнашар лӑпкӑ ҫывӑрать. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тимлесех тӑраҫҫӗ, кӗҫех палатӑна куҫараҫҫӗ. Тӗп хулари перинаталь центрӗнче ҫулсерен 3 пин ҫурӑ - 4 пин ача ҫуралать е пӗтӗм республикӑри кӑтартӑвӑн 40 проценчӗ. Унсӑр пуҫне вӑхӑтсӑр ҫуралакансем те пур. Вӗсен йышӗ нумаях мар пулин те, тухтӑрсем пепкесене вӑй илтерес тесе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех ятарлӑ хатӗрсене ҫӗнетеҫҫӗ. Кунта ӳпке уҫӑлтармалли, УЗИ аппарчӗсене тата ытти хатӗре кӳрсе килнӗ. Чылай пепке ятарлӑ кӑвак ҫутӑ айӗнче выртса сывлӑхне ҫирӗплетет.
Ку уйрӑмра пепкесем 10 кунран пуҫласа темиҫе уйӑх таран пулма пултараҫҫӗ. Вӑй илсен вӗсене киле яраҫҫӗ. "Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн перинаталь центрӗ пурӗ 106 медицина хатӗрӗпе пуянланнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 90 аппарат кӳрсе килмелле. Перинаталь центрӗсен пурлӑх никӗсне ҫӗнетмелли программӑна 2030-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ. Ӑна пурнӑҫлани тӗрӗс диагностика тума, ачасене ура ҫине хӑвӑртрах тӑратма май парать. Ҫавӑн пекех амӑшӗсене те тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ. Уйрӑммӑн илсен, кунта операци блокне ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ васкавлӑ хирурги кирлӗ чухне пысӑк ҫӑмӑллӑх.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов