Вӗсене ҫӗнӗ вырӑнсене ҫитсе курма юратни пӗрлештерет

Раҫҫейри 15 ытла регионти караванерсем - Чӑваш Енре. Пирӗн республикӑра автоҫуртсемпе ҫул ҫӳрекенсен ҫемье фестивалӗ иртрӗ. Малтанах хӑнасене "Амазони" этнокомплексра кӗтсе илчӗҫ. 

Кустӑрма ҫинчи 30 ытла пӳрт темиҫе кунлӑх пирӗн регионта чарӑннӑ. "Кил хуҫисем" ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен. Вӗсене пӗрлештерекенни вара - ҫул ҫӳреме, ҫӗнӗ вырӑнсене ҫитсе курма юратни. Тӗрлӗ фестивальте тӗл пулса пӗр-пӗрне аван палласа ҫитнӗ. Курнӑҫсан тӑванне курнӑ пекех хӗпӗртеҫҫӗ. Ҫула тухса хӑйсен машинисенчех пурӑнакансен пӗрлешӗвӗ Раҫҫейре 2016-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. 2019-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче вара ҫӗршыври автотуризма аталантарас тесе тӗрлӗ фестиваль ирттерме пуҫланӑ. Ахаль кил-ҫуртпа танлаштарсан уйрӑмлӑхӗсем питех ҫук. Пӗр пысӑках мар пӳлӗмре ларса канма та, апат пӗҫерме те, ҫывӑрма та пулать. Хӑшӗ-пӗри кемпер ят илнӗ прицеппа ҫула тухать, автоҫуртсенче вара вырӑнӗ ытларах. Алексей Юрасовӑн кустӑрмаллӑ килӗ, сӑмахран, 4 ҫын вырнаҫмалӑх. Вӗри тата сивӗ шыв, душ, холодильник, телевизор пур. "Ҫулҫӳреври пурнӑҫ пач урӑхла. Малтан ҫӗршыв тӑрӑх курса ҫӳренӗ вӑхӑтра 8 ҫул палаткӑсенче ҫӗр каҫнӑ. Халӗ автоҫуртра пурӑнатпӑр", - тет Мускав облаҫӗнчен килнӗ Алексей. Ҫак юхӑма кӗнӗренпе ӑҫта кӑна пулман пулӗ вӑл. 

Ҫулҫӳревҫӗсем хушшинче тӗрлӗ ҫын. Ҫамрӑк ҫемьесем те, тивӗҫлӗ канӑва тухсан автоҫуртлӑ пулнисем те. Валерий Федотенко машинӑпа тӗнче касса ҫӳрекенсем хушшинче аслисенчен пӗри, ӑна нумайӑшӗ пӗлет. Ҫӗршыври кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашасси унӑн клуб йӗркелениччен самай маларах, 20 ытла ҫул каяллах пуҫланнӑ. "Мана хӑтлӑх кирлӗ, кунта вара пӗтӗмпех пур, хӑна ҫурчӗ пирки те пуҫ ватмалла мар", - тет ҫулҫӳревҫӗ. Ҫитсе курас вырӑнӗсем татах та нумай. 

Тӗп хулара хӑйсен килӗ-ҫурчӗпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн автокараван Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Чӑваш Керем" этнокомплекса ҫул тытнӑ. Унта вӗсене Чӑваш Енри чи тутлӑ пӑтӑпа сӑйланӑ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров