Ҫулҫӳрев умӗн ҫӑлкуҫ шывне ӗҫсе вӑй илме пулать. Андриян сукмакне хывакансем ун таврашне хӑтлӑх кӳрес тенӗ. Туризм маршручӗ шӑпах ҫакӑнтан пуҫланать. Тен, Совет Союзӗн 3-мӗш космонавчӗ те хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ҫӑлкуҫ патне шыва ҫӳренӗ. Паллӑ ӗнтӗ, унӑн ашшӗ лаша пӑхнӑ, выльӑх шӑварма тӑтӑшах ҫул хывнӑ пуль иккӗшӗ. Чылай кӑсӑклӑ истори упраҫҫӗ ҫак вырӑнсем.
Ҫӑлкуҫ сӑн-сӑпачӗ халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑпа килӗшӳллӗн улшӑнать. Лаптӑка ҫӗнетесси 5 миллион тенке кайса ларнӑ, 5 процентне халӑх пуҫтарнӑ. Вырӑнти космонавтика музейӗ те айккинче юлман. Шуршӑлсемпе канашласа купель тата часовньӑ лартма шутланӑ. Сӑваплӑ вырӑна Иоакимпа Анна ҫветтуйсен ятне пама йышӑннӑ. Вӗсем - Турӑ Амӑшӗн ашшӗпе амӑшӗ. Сӑмах май, Андриян Николаев амӑшне те Анна тесе чӗннӗ.
"Андриян сукмакӗ" проект хальлӗхе концепци шайӗнче ҫеҫ-ха. Шуршӑлпа Сӗнтӗрвӑррине ҫыхӑнтаракан ҫула чылай кӑсӑклӑ объектпа пуянлатасшӑн. Укҫа-тенкӗ сахал мар кирлӗ, ҫавӑнпа халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Строительсен ӗҫне кӑҫалах хаклама май пулӗ. Ҫӑлкуҫ шывне тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн проект авторӗсем туристсене вырӑнти чиркӗве йыхравлаҫҫӗ. Кунта Андриян Николаева тӗне кӗртнӗ, шкула та кунтах ҫӳренӗ вӑл. Чӑваш кӑйкӑрӗн кун-ҫулӗпе вара космонавтика музейӗнче тӗплӗн паллашма пулӗ. Унта анлӑ юсав пыни те чӑрмантармӗ - экспонатсене юнашар ҫурта куҫарнӑ.
Сукмакпа ҫурран та, велосипедпа та ҫӳреме май пулать. Унӑн тӑршшӗ - 20 ҫухрӑма яхӑн. Вӑл тӗрлӗ ял, вӑрман витӗр иртет. Маршрутпа паллашнӑ май чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки те нумайрах пӗлме пулӗ. Проекта хатӗрлекенсем ятарлӑ комплекс хӑпартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Андриян Николаева халалланӑ тӳрем, Арбат та йӗркелесшӗн. Мӗн шухӑшланине патшалӑхӑн тӗрлӗ программине хутшӑнса пурнӑҫласшӑн, инвесторсене те явӑҫтарасшӑн. Усламҫӗсем паянхи куна кимӗ станципе зиплайн йӗркелесси пирки пӗлтернӗ.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров