Ҫак шухӑш Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче ӗҫлекенсен ҫуралнӑ. Троллейбуспа халӑх куллен йышлӑ усӑ курать. Транспорт ҫине ултавҫӑсенчен сыхланмалли тӗп йӗркесене ҫырнӑ. Вӗсене кашнин пӗлмелле: "Палламансене укҫа куҫармалла мар", "СМСпа килекен кодсене никама та пӗлтермелле мар" тата ытти те. Обществӑлла транспорта ҫакнашкал "илемлетме" хула администрацийӗ укҫа уйӑрнӑ.
Асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ пулин те, республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсен серепине ҫав-ҫавах ҫакланаҫҫӗ. Кӑҫалхи 5 уйӑхра кӑна Шупашкар ҫыннисем 210 миллион тенкӗ ҫухатнӑ.
Преступниксем тӗрлӗ меслетпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - сирӗн счет усалсен аллине лекнӗ, укҫана Украинӑна куҫарма пултараҫҫӗ тесе хӑратаҫҫӗ. Уншӑн вара уголовлӑ явап тытмалла пулать. Ҫине-ҫине шӑнкӑравланипе сехри хӑпнӑ ҫынсем ултавҫӑсем мӗн хушнине йӑлтах тӑваҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хут ҫирӗплетсе калаҫҫӗ. Иккӗленӳллӗ лару-тӑруру тӑвансемпе, паллакансемпе канашлама вӑтанмалла мар.
Диана Иванова, Михаил Солин