Шупашкарта харӑсах 2 каҫӑ - Калинин тата Мускав кӗперӗсене юсаҫҫӗ

Хула варрине Хӗвеланӑҫ районӗпе ҫыхӑнтаракан Мускав кӗперне тӗплӗ юсав хыҫҫӑн 2018-мӗш ҫулта хута янӑ. Анчах куллен пин-пин машин каҫса ҫӳрекен объект вӑхӑт иртнӗ май вырӑн-вырӑннӑн юхӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул сийне йӗркене кӗртессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. 

Проект хакӗ 130 миллион тенкӗ. Юсава темиҫе тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗнче пикеннӗ ӗҫе чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Асфальт сийне лаптӑкӑн-лаптӑкӑн улӑштарнипе машинсене ҫӳреме чӑрмав ҫук, ҫула хупма палӑртман. Кулленех объектра 10-15 ҫын таран ӗҫлет. Лайӑх ҫанталӑкпа усӑ курса юласшӑн. 

Асфальт сийне улӑштарнисӗр пуҫне ытти ӗҫӗ те сахал мар. Каҫӑна ҫурӑлассинчен упракан ҫӗвӗсене те ҫӗнетмелле. Шыв тытӑмне тимлӗх уйӑрмалла. Бетон конструкцисене юсамалла. Ҫак эрнере ҫанталӑк аван тӑрсан варринчи йӗре ҫӗнетсе ҫитерсе юнашаррине куҫма палӑртнӑ. Паллах ҫакна хулара пурӑнакансемпе водительсене чӑрмав кӳмесӗр ҫӗрлехи вӑхӑтра тӑвӗҫ. "Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем" проектпа пурнӑҫланакан калӑпӑшлӑ ӗҫ кӗпер пахалӑхӗпе шанчӑклӑхне ырӑ витӗм кӳрӗ. Мӗн-пур ӗҫе 2027-мӗш ҫулта ҫуркунне вӗҫлемелле. 

Алиса Александрова, Святослав Петров