Республикӑра "М-12" аслӑ ҫула тунӑ чухне юрӑхсӑра тухнӑ ҫулсене юсаҫҫӗ

Ҫавна май кӑҫал ӗҫ калӑпӑшӗ нихҫанхинчен пысӑк. Траспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров Канаш тӑрӑхӗнче ку енӗпе лару-тӑрупа мӗнле пулнипе вырӑна ҫитсе паллашрӗ. 

Республика шайӗнчи "Аниш" автомобиль ҫулне "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗ килӗшӳллӗн юсаҫҫӗ. Ку лаптӑк Канашпа Йӗпреҫ тӑрӑхне ҫыхӑнтарать. "Мӑ-12" ҫула тунӑ чухне ҫакӑнтан йывӑр тиевлӗ машинсем вӗт чул турттарнӑ. Ҫавна май вӑл чылай арканнӑ. Строительсен кунта 9 ҫухрӑм ҫул юсамалла. Вӗсенчен 6-шне кӑҫал туса пӗтермелле. Ыттине ҫитес ҫул йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ.  

Ӗҫе нумай пулмасть ҫеҫ пуҫӑннӑ пулин те, ытларах пайне вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ те. Хальхи вӑхӑтра асфальт хунӑ ҫӗрте 15 техника тата 20 ҫын вӑй хурать. Объект хакӗ 122 миллион тенкӗ. Кӑҫалхи ҫул валли 73 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ кӑҫал Канаш округӗнче 16 ҫухрӑм ҫул йӗркене кӗртме палӑртаҫҫӗ. 


Оксана Верликова, Денис Афанасьев