Республикӑра "М-12" аслӑ ҫула тунӑ чухне ванса пӗтнӗ автомобиль ҫулӗсене ҫӗнетме пуҫланӑ

Ҫак ӗҫ валли 2 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 6 муниципалитетри 70 ытла ҫухрӑма йӗркене кӗртмелле. Юсав мӗнле пынине Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи, "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Сергей Артамонов тӗрӗслерӗ. 

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Упакасси ялӗ ҫывӑхӗнче ӗҫ шавӗ тӑрать - ҫул юсаҫҫӗ. Ӑна йӗркене кӗртессе ку тӑрӑхра пурӑнакансем куҫ пек кӗтнӗ. "М -12" ҫула тунӑ чухне кунтан йывӑр тиевлӗ техника ҫӳренӗ. Асфальт ванса-ҫӗмрӗлсе пӗтнӗ. Кивӗ сие ҫӗннипе улӑштарма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫула "Эльбрус" пӗрлешӳ юсать. Ҫанталӑк ирӗк парсан ӗҫе ҫак уйӑх вӗҫӗччен пӗтересшӗн.  

"Йӗпреҫ - Берёзовка-Кудеиха" ҫулӑн 6 ҫухрӑмне вара строительсен тӗрӗссипе  ҫӗнӗрен тума тивӗ. Кунта шыв юхмалли пӑрӑхсене, автобус чарӑнӑвӗсене улӑштармалла, инженери коммуникацисене куҫармалла пулать. Ҫавӑн пекех ҫутӑ юписемпе хунарӗсене вырнаҫтарӗҫ. Ҫӗнетнӗ ҫул Йӗпреҫ посёлокне Огонёкпа Костёр ялӗсемпе ҫыхӑнтарӗ. Калӑпӑшлӑ ӗҫе ҫитес ҫулхи кӗркунне вӗҫлемелле. Подрядчик кунта 3-Д технологисене усӑ курать.

Канаш, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай тӑрӑхӗсенче те М-12 ҫула тунӑ чухне арканнӑ лаптӑксем пур. 
Пӑрачкав тӑрӑхӗнче, сӑмахран, "Шупашкар-Сӑр" автоҫулӑн 12 ытла ҫухрӑмне йӗркене кӗртмелле. Ку яваплӑха икӗ подрядчик хӑй ҫине илнӗ. - Пурӗ республикипе кӑҫал 70 ытла ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртрӑмӑр. Ҫакна федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа тума май килӗ, - тет Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов.

Кӑҫал республикӑри ҫул-йӗр хуҫалӑхне 12 миллиард тенке яхӑн укҫа тивӗҫет. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 600 ҫухрӑм ҫула йӗркене кӗртмелле. Унсӑр пуҫне 12 ҫухрӑм ҫӗнӗ ҫул тума палӑртнӑ.

Республика ҫулӗсене ҫӗнетес ыйтӑва тимлӗхре тытӑпӑр, - терӗ Сергей Артамонов. Ӗҫ мӗнле пынине "Хӑрушсӑр ҫулсем" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн асӑрхаса тӑрӗҫ.

Екатерина Фомина, Денис Афанасьев