Навигаци уҫӑлнине рында сасси пӗлтерчӗ. Чан ҫапма пӗчӗк капитансене шанчӗҫ. Теплоход рубки ҫинчи паллӑна та ачасемех хывса илчӗҫ - ӑна Мускава ӑсатма хатӗрлерӗҫ. Кӗҫех вӑл Раҫҫей транспорт министерствин музейӗнче тӗпленӗ.
Юханшыв портӗнче ҫакӑн пек уяв пӗрремӗш хут йӗркелерӗҫ. Ачасене савӑнтарма вун-вун ӑсталӑх урокӗ, вӑйӑ хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансене хӑйнеевӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме вӗрентрӗҫ, программист профессипе паллаштарчӗҫ - кӑсӑкли чылай пулчӗ.
Пуринчен ытла вара пӗчӗкксем теплоходпа ярӑннишӗн хӗпӗртерӗҫ. Чӑн та, чылайӑшӗ пысӑк кимӗпе халиччен ишсе курман. Ачасен ӗмӗтне вара пурнӑҫламалла. Сӑмах май, малашне Атӑлӑн сулахай енне шыв транспорчӗ кашни кун 3 хут ҫитсе килӗ. Канмалли кунсенче хушма рейс пулӗ. "Валдайсемпе" Хусан еннелле ҫӳреме кӑмӑллакансем валли те ырӑ хыпар пур.
Навигаци уҫӑлнӑ ятпа "Валдайсем" хӑйсен "ташшипе" пухӑннисене савӑнтарчӗҫ. Хула ҫыннисене пӗрлештерекен уявсене юханшыв портӗнче малашне те йӗркелеме шантарчӗҫ.
Вероника Павлова, Виктор Степанов, Игорь Ульянов