Тӳрӗ те тикӗс ҫул пирки Пӑрачкав тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тахҫантанпах ӗмӗтленнӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ асфальтпа ҫӳреме чӗр нушаччӗ, - аса илеҫҫӗ вӗсем. "М-12" аслӑ ҫула тунӑ чухне йывӑр тиевлӗ техника кунтан ҫӳренипе вӑл пушшех ванса-ҫӗмрӗлсе пӗтнӗ. Пурӗ Пӑрачкав округӗнче "Шупашкар-Сӑр" ҫулӑн 12 ытла ҫухрӑмне юсамалла. Йӗркене кӗртме Кудеиха ҫывӑхӗнчи лаптӑкран пуҫланӑ. Ӗҫе "ДорТех" пӗрлешӳ палӑртнӑ вӑхӑтран маларах та вӗҫленӗ.
Ял халӑхӗ строительсене ҫӗнӗ ҫулшӑн тав турӗ. Кудеихӑра 690 ҫын пурӑнать. Кирлӗ ҫӗре ҫитме халӗ хӑвӑртрах та меллӗрех пулнишӗн вӗсем тем пекех хӗпӗртеҫҫӗ. Шкул автобусӗпе ҫӳреме те халӗ шанчӑклӑ. Икӗ ҫухрӑм тӑршшӗ лаптӑка юсама 20 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Транспорт министрӗ Максим Петров палӑртнӑ тӑрӑх, ку калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна. Пӑрачкав округӗнче ҫулсене икӗ подрядчик йӗркене кӗртет.
«М -12» ҫула тунӑ чухне арканнӑ лаптӑксене юсама республикӑна пурӗ 2 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Савӑнӑҫлӑ саманта тепӗр 5 муниципалитетра - Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай тӑрӑхӗсенче кӗтеҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 70 ытла ҫухрӑма йӗркене кӗртмелле.
Екатерина Фомина, Николай Скворцов








