Транспортпа ҫул-йӗр отраслӗсене аталантарассине республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ 5 ҫулта 2 пин ҫурӑ ҫухрӑм ытла автомобиль ҫулне тата 23 кӗпере ҫӗнетнӗ. Обществӑлла транспорт паркӗ те пуянланнӑ. 220 троллейбуспа 47 автобус туяннӑ. - Ҫак ҫитӗнӳсене эсир тӑрӑшнипе тума пултартӑмӑр, тавах сире, - терӗ регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче тата транспорт отраслӗнче вăй хуракансене уяв ячӗпе саламланӑ май. Водительсемпе кондукторсем, диспетчерсем, ҫул тӑвакансем, ӑна пӑхса тӑракансем - кашни хӑй ӗҫӗнче ӑста. "Воддорстрой" пӗрлешӳре тӑрӑшакан Николай Андреев Республика Пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе ал сехетне тивӗҫрӗ.
Канашри автовокзалта 20 ҫул ытла диспетчерта ӗҫлекен Людмила Серафимова та Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне илчӗ. - Хамӑн ӗҫ питӗ килӗшет, ӑна пысӑка хурса хаклани хавхалантарать, - тет вӑл.
Патшалӑх наградисене пурӗ 40-е яхӑн ҫын тивӗҫрӗ. Кашниех республика аталанӑвне хӑй тӳпине хывать. Уяв ячӗпе саламлакансем вӗсене малашне те ӗҫре ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.
Екатерина Фомина, Александра Борисова, Виктор Степанов