Туҫа ялӗнче пурӑнакансем ҫапла катаччи чупса ҫӑварнине савӑк кӑмӑлпа ӑсатрӗҫ. Тутлӑ икерчӗ пӗҫерсе яла тӗрлӗ тӑрӑхри спортсменсене пухрӗҫ. Пурне те кунти йӗлтӗр йӗрӗ илӗртет. Ӑна ялтан тухнӑ пултаруллӑ ҫамрӑксем хӑйсен сумлӑ вӗрентекенне - Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тытӑмӗн хисеплӗ ӗҫченне Вячеслав Петров физкультурника халалласа унӑн парнисемшӗн ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртусене вара Вячеслав Александрович вӗрентнӗ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене те халалланӑ.
Ӑмӑртусене йӗркелес ӗҫре уйрӑмах Туҫа ялӗн маттур ывӑлӗ, халӗ Мускав тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Ильин юрист тӑрӑшать. Ҫавна май кӑҫалхипе 4-мӗш хут иртекен тупӑшу Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче 230 йӗлтӗрҫе пухрӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем Чӑваш Енри ял-хуласенчен кӑна мар, кӳршӗллӗ Мари Республикипе Мускав тӑрӑхӗнчен те килсе ҫитрӗҫ.
Йӗлтӗрҫӗсем мала тухассишӗн ҫулне кура 16 ӳсӗмре тупӑшрӗҫ. Чи ҫамрӑкки 3-ре кӑна пулсан, чи ҫулланни 79-та пулчӗ. Аслисен йышӗнче чупакан Роза Алексеева, сӑмахран, 45 ҫул каяллах "спорт мастерӗ" ята тивӗҫнӗ. - Халӗ те ҫакӑн пек ӑмӑртусенчен тӑрса юлма пултараймастӑп,- тет вӑл.
Ялӑн пултаруллӑ ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсем тӗллӗн ҫапла пысӑк турнир йӗркелесе ирттерме пултарни ыттисемшӗн те пысӑк тӗслӗх пулнине палӑртмалла. Ырӑ ӗҫсен усси куҫкӗрет. Республикӑра йӗлтӗрпе чупма кӑмӑллакансен йышӗ ӳснӗ ҫемӗн ӳссех пырать. Ҫакӑнта туҫасен тивӗҫӗ те пысӑк. Кун пирки чыслав вӑхӑтӗнче сумлӑ хӑнасем палӑртрӗҫ. Спортсменсене вара ял варринче чӑн-чӑн уяв кӗтрӗ. Хуранта пиҫнӗ пӑтӑпа, вӗри чейпе сӑйланӑ хыҫҫӑн йӗлтӗрҫӗсене тӗп лапамра чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем дипломсемпе медальсене, кубоксене тата укҫан парнесене тивӗҫрӗҫ.
Алексей Енейкин