Сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илекенсен йышӗ 5 хут ӳснӗ

"Наци кросне" Чӑваш Енре пурӑнакансем те хастар хутшӑнчӗҫ. Республикӑра ку спорт уявне 22-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

"Наци кросӗ" Чӑваш Енре ҫулсерен вӑй илсе кӑна пырать. 5 ҫул каялла ҫак спорт уявне 10 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ пулсан, унтанпа сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илекенсен йышӗ 5 хут ӳснӗ. Массӑллӑ чупӑва кӗҫӗн ҫулхи ачасенчен пуҫласа аслӑ ҫултисем таранах явӑҫаҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Енре спорт тытӑмӗ ӑнӑҫлӑ аталанса пынипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паян пирӗн республика Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче халӑха спорт объекчӗсемпе тивӗҫтерессипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.

Тӗп старт Мускав ҫыранлӑхӗнче пулчӗ. Пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, вӑлах ВИП-чупӑва ертсе пычӗ. Шупашкарпа пӗрлех массӑллӑ ӑмӑртусем ҫак кун кашни хулапа округрах иртрӗҫ. Инҫӗшне спортсменсен ӳсӗмне кура хатӗрленӗ. Чи кӗҫӗннисем - мӗн чухлӗ пултарнӑ таран чупса тухрӗҫ, шкул ачисемпе студентсем 4 ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ. Опытлӑ атлетсем вара 6, 8 тата 12 ҫухрӑмлӑ дистанцисенче тупӑшрӗҫ. Мала тухнисене Раҫҫей спорт министерстви хатӗрленӗ ятарлӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

Леонид Петров, Екатерина Шиверова, Борис Андреев