Старта тухакансен йышӗнче паралим чемпионӗсем те пур

Чӑваш Ен биатлона тата йӗлтӗрпе чупассине аталантаракан тӗп центрсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Республикӑра сусӑрсем хушшинче ҫак спорт енӗсемпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет. 

Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче пирӗн республика хамӑр ҫӗршыври регионсене пӗрлешетерекен тӗп лаптӑк пулса тӑчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Биатлонпа йӗлтӗр центрӗнче иртекен пысӑк шайри ӑмӑртӑва йӗлтӗрҫӗсем Мускавран, Питӗртен, Пушкӑрт, Удмурт, Тутар Республикисенчен, Архангельск, Новосибирскпа Свердловск облаҫӗсенчен килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашсем те пур. Вӗсем урӑх регион чысне хӳтӗлеҫҫӗ пулин те, чунпа тӑван Чӑваш Енпе. Сӑмахран, Димитрий Баталов хӑйне темиҫе дисциплинӑра тӗрӗслесе пӑхасшӑн: йӗлтӗрпе чупса та, биатлонра та. 

Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва 50 спортсмен кӑна хутшӑнни сахал пек туйӑнать пулин те, Чӑваш Енре иртекен тупӑшӑвӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Ҫакӑнтан йӗлтӗр йӗрӗн ҫӗнтерӳҫисемшӗн хӗллехи паралим вӑййисене хутшӑнма алӑксем уҫӑлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, паралимпиада пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Италири Миланпа Кортина Д`ампеццо хулисенче старт илӗ. 

Турнирӑн пӗлтерӗшне ҫӗршыври паллӑ спортсменсем хутшӑнни те ҫирӗплетет. Ӑмӑртакансем хушшинче, тӗслӗхрен, Раҫҫейӗн 9 спорт маҫтӑрӗ. Вӑл шутра 2014-мӗш ҫулта Сочири паралим вӑййисенче икӗ хутчен чемпион ятне тивӗҫнӗ Владислав Лекомцев тата 2018-мӗш ҫулта Пхёнчханри паралимпиада ҫӗнтерӳҫи Екатерина Румянцева. Спортсменсен ӳсӗмне кура ӑмӑрту 3 ушкӑнра иртет: арҫынсемпе хӗрарӑмсем, каччӑсемпе хӗрсем тата ачасем. Ҫак тупӑшӑвӑн тата тепӗр пӗлтерӗшӗ те пур. Республикӑра ҫывӑх вӑхӑтра йӗлтӗрпе чупассин тата биатлон аталанӑвне тата пысӑкрах тимлӗх уйӑрмалла. 

Леонид Петров, Святослав Петров