Стадионта хавхалану, ҫӗнтерес кӑмӑл тата пӗрлӗх туйӑмӗ хуҫаланчӗ

Ҫуллен "Советская Чувашия" хаҫат Андриян Николаев летчик-космонавта асӑнса ирттерекен спорт уявӗ 87-мӗш хут сывӑ пурнӑҫ йӗркине мала хуракансене пуҫтарчӗ. Хальхинче старта 120 ытла команда тухрӗ. Пирӗн телерадиокомпани ушкӑнӗ яланхилле ҫӗнтерӳҫӗсен ретӗнче пулчӗ, 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Фестивале пухӑннисене регион ертӳҫи Олег Николаев ӑнӑҫу сунчӗ, ӑмӑрту лапамӗнче ГТО нормисене пурнӑҫлама май пуррине аса илтерчӗ. Ҫавӑн пекех тепӗр 3 ҫултан республикӑра Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвассине каларӗ. Малтанах старта республикӑри влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тухрӗҫ, унтан эстафетӑра обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем тупӑшрӗҫ. "Советская Чувашия" ирттерекен спорт тупӑшӑвне ҫемье уявӗ теме те пулать. Ҫулленех ашшӗ-амӑшӗ тӗрлӗ ӳсӗмри ачисемпе старта тухать. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинкере пурӑнакан Ильинсемшӗн ку республика шайӗнчи ҫӗнӗ ӑмӑрту.

Шкул ачисемпе студентсем, ветерансен пӗрлешӗвӗсем, массӑлла информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем... "Олимпийский" стадион хавхаланупа, ҫӗнтерес кӑмӑлпа, туслӑх тата пӗрлӗх туйӑмӗпе тулчӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ ҫулран-ҫул пъедесталӑн картлашки тӑрӑх хӑпарса пырать. Хальхинче пирӗннисем 2-мӗш пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ май эстафетӑна йӗркелекенсем ҫитес ҫул та спортсменсене фестивале кӗтнине палӑртрӗҫ.

Алиса Александрова, Эльвира Иванова, Виктор Степанов