Йӗлтӗрпе роллер трассине 2 ҫул каялла тума пуҫланӑ. Ҫакӑн валли 1 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Объекта ҫутӑпа, сӑнав камерисемпе, винтовкӑран пемелли лаптӑксемпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ пирӗн республикӑра йӗлтӗрпе биатлон центрне йӗркелессин юлашки тапхӑрӗ пулнӑ. Йӗлтӗр спорчӗ регионта чи анлӑ сарӑлнӑ 5 спорт тӗсӗ шутне кӗрет. Унӑн уйрӑмӗсем 24 шкулта ӗҫлеҫҫӗ. Биатлон енӗпе вара регионта 2 уйрӑм пур. Пурӗ вӗсенче 300 ҫын ытла хатӗрленет.
Трасса 3 уйрӑм маршрутран тата 7 сыпӑкран тӑрать. Ҫапла майпа биатлонистсемпе йӗлтӗрҫӗсем унта тухӑҫлӑ хатӗрленме тата ӑмӑртусем ирттерме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сийпе витнипе кунта велоспорт тата триатлон енӗпе те ӑсталӑха ӳстерме пулать.
Йӗлтӗрпе роллер ҫулне уҫма Раҫҫейри йӗлтӗрҫӗсен федерацийӗн президенчӗ Елена Вяльбе тата ҫӗршыври биатлонистсен союзӗн президенчӗ Виктор Майгуров хутшӑнчӗҫ. Тӗнчипе паллӑ спортсменсем пуҫтарӑннисене саламланӑ май, паянхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерекен трасса ҫамрӑксене тата тӑрӑшуллӑрах хатӗрленсе ҫӗршыв, тӗнче шайне тухма пулӑшасса шаннине каларӗҫ.
Ку объект Раҫҫейри биатлонистсен Союзӗ ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Ҫавна май кунта пысӑк ӑмӑртусем йӗркелесси пирки халех шутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ трасса ҫинче пӗрремӗш ӑмӑртусем те иртрӗҫ. Тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем роллерпа чупассинче тата биатлонра мала тухассишӗн тупӑшрӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров