Шупашкарта ГТО фестивалӗ иртрӗ

Спортпа туслисем республикӑн кашни хулипе округӗнчен ҫитнӗ. Хастарсене виҫӗ хут олимп чемпионӗ Александр Карелин хавхалантарчӗ. 

78 ҫулти Людмила Михуткина ГТО нормисене пурнӑҫлама Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Спортпа вӑл мӗн пӗчӗкрен туслӑ. Ҫӗнсе илнӗ ылтӑн паллӑсен шутне те ас тумасть. 

ГТО фестивалӗ хастар ентешсене пӗрлештерчӗ те. Ушкӑнсем кашни округран ҫитнӗ тӗп хулана. Нормативсене пурнӑҫлакансен хушшинче спортсменсем ҫеҫ мар. Кам шкулта, кам культура тытӑмӗнче ӗҫлет. Пурте сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. 

ГТО фестивальне хутшӑнакасене виҫӗ хут олимп чемпионӗ Александр Карелин ырӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗ. Вӑл 20-мӗш ӗмӗрти тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсен йышне кӗрет. Грекла-рим кӗрешӗвӗн улӑпӗ рекордсен Гиннес кӗнекинче те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. 13 ҫул ӑна никам та парӑнтарайман, пур турниртан та ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Раҫҫей паттӑрӗ уява хутшӑнакансене спорт нормисене хастар пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗ.  

Спорт уявӗ тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене пуҫтарчӗ. Аслисем кӗҫӗннисене тӗслӗх кӑтартрӗҫ. Чи кӑсӑкли, ГТО фестивалӗ республикӑран ҫеҫ мар, чикӗ леш енчен ҫитнӗ хӑнасене те пӗрлештерчӗ. Индирен килнӗ студентсем те ятарлӑ тӗрӗслеве тухма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем - Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫумӗнче ӗҫлекен ГТО студине ҫӳрекенсем. 


Вероника Павлова, Виктор Степанов