Ҫирӗп те тӗреклӗ атлетсен чӑн хӑватне кӑтартакан вӑй виҫҫисем республикӑри тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакансене тыткӑнлаҫҫӗ. Хальхинче улӑп евӗр паттӑрсен тупӑшӑвӗ куракансене Ҫӗрпӳри "Асамат" спорт комплексӗнче пухрӗ. Уҫӑ турнирта Чӑваш Ен чемпионӗ пулассишӗн 4 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен иккӗшне - Пермь хулинчен килнӗ "Упасемпе" Чӗмпӗр облаҫӗн патвар спортсменӗсене регбол вӑййине юратакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ушкӑн вара - Мускаври спорт университечӗн команди пирӗн тӑрӑхра пӗрремӗш хут. Ҫапла майпа, тӗрлӗ енчен килекен ушкӑнсемпе кӗрешсе республикӑри регбол федерацийӗ хамӑр тӑрӑхра ҫак спорт тӗсне аталантарать.
Боксерсемпе кӗрешӳҫӗсен баскетболӗн чемпионатӗнче 3-мӗш вырӑншӑн мускавсемпе чӗмпӗрсем тупӑшрӗҫ. Ӑнӑҫу ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫитнӗ дружинӑна йӑл кулчӗ. Малти вырӑнсене вара Чӑваш Ен ушкӑнӗпе "Кама ҫинчи упасем" пайларӗҫ. Вӑйӑ хӗрӳ те хумхануллӑ иртрӗ. Ӑмӑртӑвӑн малтанхи ҫурринче табло ҫинчи шут 7: 7 танлашрӗ. Тренерсемпе иртнӗ канашлу хыҫҫӑн регболистсен республикӑри ушкӑнӗ ҫӗнӗ вӑйпа хӑватланни туйӑнчӗ. Тупӑшӑвӑн иккӗмӗш 20 минутлӑхӗнче чӑваш атлечӗсем хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартмаллипех кӑтартрӗҫ. Пӗрлӗх вӑйӗпе ҫирӗпленсе вӗсем Пермь ушкӑнне 17:9 шутпа ҫӗнтерчӗҫ.
Аякри хӑнасем те 2-мӗш вырӑнпа кӑмӑллӑ юлчӗҫ. Пирӗн паттӑрсем вара, Раҫҫейӗн 26-мӗш чемпионачӗн кӗмӗл призерӗсем пулнӑ май, Республика чысне ҫӳллӗ шайра тытса черетлӗ чемпионатсене хатӗрленеҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин