Чӑтӑмлӑхне, ӳт-пӳ ҫирӗплӗхӗпе вӑйне тӗрӗслеме пичет кӑларӑмӗсенче, радиопа телевиденире тӑрӑшакансем пухӑнчӗҫ. Турнира ӗҫтешӗсем валли "Советская Чувашия" хаҫат яваплӑ министерствӑсемпе пӗрле йӗркелет. Пӗлтӗр фестивале 100 ытла калем ӑсти хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, хальхинче йыш тата пысӑкрах.
Тупӑшу программине тӗрлӗ хӑнӑхтару кӗртнӗ: чупасси, тӑршшӗне сикесси, кире пуканӗ йӑтасси, туртӑнасси, кӗлеткене ҫӗклесси тата ытти те. Нормативсем тӗрлӗ ӳсӗм ушкӑнӗ валли расна. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр пулнине хаваспах ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Пирӗн телерадиокомпани ушкӑнӗ те лайӑх кӑтартусемпе палӑрчӗ. Пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине уйрӑм зачётра Александр Мясников водитель, реклама менеджерӗ Альбина Васильева, радио корреспонденчӗ Альбина Фомина тата радио инженерӗ Павел Тимофеев хӑпарчӗҫ. Командӑпа ӑмӑртса пӗрремӗш вырӑна Етӗрне районӗн "Ӗҫ ялавӗ" хаҫат журналисчӗсем тухрӗҫ.
ГТО комплексӗн тӗллевӗ - ытларах ҫынна физкультурӑпа спорта явӑҫтарасси. 2030-мӗш ҫул тӗлне вӗсен йышӗ ҫӗршывра 70 процентпа танлашмалла. Калем ӑстисен фестивалӗ те йӑлана кӗрсе ҫирӗпленессе шанаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов.