Чӑваш Ен иккӗмӗш хут тӗнчери спорт пулӑмӗн центрӗ пулса тӑчӗ. Пӗр эрнене пыракан тупӑшусене 6 пин ытла хӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӗнче шайӗнчи турнир Евросюза кӗрекен патшалӑхсенчи, Ҫывӑх, Вӑтам тата Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи атлетсене пӗрлештерчӗ. Паллах, Раҫҫей делегацийӗ чи пысӑккисенчен пӗри. Ҫакӑ спортра политика пулмалла маррине тепӗр хут ҫирӗплетет. Пирӗн ҫӗршывра паян 190 тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсен кашнин хӑйӗн чӗлхи, йӑли - йӗркипе культури, ҫавӑн пекех кӗрешӳ тӗсӗсем.
Ахальтен мар ӗнтӗ, ку вӑйӑсен девизӗ тӑватӑ сӑмахран тӑрать - ҫирӗплӗх, шанчӑклӑх, хӑюлӑх тата чыс. Пирӗн республика, вӑхӑтлӑха та пулин, спорта мала хурса, ҫӗршывсен чиккисене, чӗлхе чӑрмавӗсене пӑхмасӑр, тӗрлӗ халӑха пӗр лапамра пӗрлештерме пултарчӗ. Ҫакна палӑртса Республика Пуҫлӑхӗ Раҫҫейри ҫапӑҫу искусствисен пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорне Рамиль Габбасова вӑйӑсен талисманне парнелерӗ. Ку вӑл - хамӑр ҫӗршыври регионсен пӗрлӗхне сӑнлакан тӗрлӗ халӑх эрешӗсемпе илемлетнӗ пиҫиххи. Иртнипе танлаштарсан, хальхинче ӑмӑрту географийӗ те палӑрмаллах сарӑлнӑ. 2023-мӗш ҫулта пӗрремӗш вӑйӑсене 14 ҫӗршыв хутшӑннӑ пулан, кӑҫал - 40 яхӑн.
Программӑна 17 кӗрешӳ тӗсне кӗртнӗ. Вӑл шутра хальччен пулман тупӑшусем, ҫавӑн пекех каратэ, айкидо, кикбоксинг, ҫӗҫӗ ывӑтасси, казаксен боксӗ тата ытти те. Ӑмӑртусене Ҫӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗн 3-мӗш шкулӗпе пӗрлех тӗп хулари "Волга" стадионта курма пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Леонид Петров, Святослав Петров