Республика тӗп хулинче тата тепӗр сывлӑх центрӗ хута кайрӗ

Физкультура ӗҫченӗн кунӗнче тӗп хулари "Труд" стадионта тӑрӑ айӗнчи футбол манежӗ хӑйӗн алӑкне уҫрӗ. Ку вӑл ача-пӑча спортне аталантарассипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ утӑм.

Футбол манежӗн стенисене хӑпартма республика бюджетӗнчен 360 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫӗнӗ объект 4 пин ҫурӑ тӑваткал метр йышӑнать. Малашне футболистсем кунта ҫулталӑкӗпех тренировкӑсемпе тӗрлӗ шайри ӑмӑртусем ирттерме пултарӗҫ. Футбол уйне пӗтӗмпех хальхи йышши технологисене пӑхӑнса сарнӑ. Искусствӑлла газонсӑр пуҫне, спортсменсем валли ӳт-пӗве ҫирӗплетмелли зал йӗркеленӗ. Унта харӑсах 45 ҫын ҫӳреме пултарать. Ҫавӑн пекех кунта хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем, медицина кабинечӗсем пур. 

Чӑваш правительстви ҫакӑнпа чарӑнса тӑрасшӑн мар-ха. Тепӗр тапхӑрпа ҫитес ҫул "Труд" стадионӑн тӗп футбол уйне ҫӗнетме, ӑна ӑшӑ тытӑмӗпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртни Раҫҫей футбол пӗрлешӗвӗн сертификацине тухма тата професиллӗ лигӑна кӗрекен матчсене ирттерме май парӗ.

Республикӑра футбол ӑнӑҫлӑ аталанса пынине палӑртмалла. Ку спорт тӗсӗпе Чӑваш Енре паян 35 пин ытла ҫын кӑсӑкланать. Иртнӗ пилӗк ҫулта муниципалитетсенче 15 футбол уйӗ хута янӑ. 19 спорт шкулӗнче ҫамрӑк специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмах май, Чӑваш Ен паян спорт инфраструктурине аталантарас енӗпе, ҫавӑн пекех ГТО нормисене пурнӑҫлассипе ҫӗршыври чи лайӑх вунӑ регион йышне кӗрет.

Леонид Петров, Татьяна Молокова, Николай Скворцов