Республика Пуҫлӑхӗ наци кӗрешӗвӗсен вӑййине йӗркелекенсемпе тата унта хутшӑннӑ спортсменсемпе тӗл пулчӗ

Пирӗн республикӑра пуҫарнӑ сумлӑ ӑмӑрту Раҫҫейри регионсене кӑна мар, тӗнчери чылай ҫӗршыва пӗрлештерме пултарчӗ. Наци кӗрешӗвӗсен иккӗмӗш вӑййисем вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен 70 ытла регионпа 39 патшалӑхран хӑнасене йышӑнчӗ.

Раҫҫей команди пурӗ 91 медаль ҫӗнсе илчӗ. Вӗсенчен 34-шӗ - ылтӑн. Ҫак ҫитӗнӳре чӑваш атлечӗсен тӳпи те пур. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе Республика Пуҫлӑхе Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Олег Николаев салам сӑмахӗнче пирӗн республика халӑхсемпе регионсене пӗрлештерекен калӑпӑшлӑ темиҫе проект пуҫарнине палӑртрӗ. Малтанласа Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫуралнӑ. Унпа хавхаланса Раҫҫейӗн музыка карттине калӑпланӑ. Ку проекта ҫак уйӑхра Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Мускавра пахаланӑ. Наци кӗрешӗвӗсен вӑййи вара иккӗмӗш хут Чӑваш Енре тӗрлӗ ҫӗршыв представителӗсене пуҫтарчӗ. Ку ӗҫ-пуҫа тӗнче спорчӗшӗн чӑнласах та историллӗ пулӑм тесе хаклама пулать.

Ӑмӑртӑва 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, тупӑшусем 17 кӗрешӳ тӗсӗпе иртнӗ. Вӑйӑсем Чӑваш Ен спортсменӗсемшӗн те ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Вӗсем мӗн пур наградӑн пӗрре вуннӑмӗш пайне ҫӗнсе илнӗ. Финалти 10 тӗлпулуран пилӗккӗшне чӑваш атлечӗсем хутшӑннӑ. 4 - шӗ пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене йышӑнни регионти спорт аталанӑвне те ырӑ витӗм кӳрет. Иртнӗ пилӗк ҫулта чылай спорт объектне хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркене кӗртнӗ, ҫакӑн валли сахал мар укҫа-тенкӗ тӑккаланӑ. Кӑҫал, тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗн 3-мӗш шкулне тӗпрен юсаса пӗтернӗ. Ку вӑл 1980-мӗш ҫулта Мускавра иртнӗ Олимпиада валли ҫӗкленӗ хыҫҫӑн упранса юлнӑ объект. Паян унта чи пысӑк шайри ӑмӑртусене йӗркелеме пулать. 

Ҫакна наци кӗрешӗвӗсен иккӗмӗш вӑйисем те ҫирӗплетрӗҫ. Инфраструктурӑпа пӗрле спортсменсене ытларах тимлӗх уйӑрнин усси те куҫ кӗрет. Вӗсене патшалӑх шайӗнче тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тата стипендисемпе хавхалантараҫҫӗ. Олег Николаев тата физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров вӑйӑсенче палӑрнисене тав сӑмахӗ каларӗҫ. Уйрӑмах, малти вырӑна тухнӑ Евгений Абрамова малашне те ӑнӑҫу сунчӗҫ. Вӑл гала-ҫапӑҫура Туркменистан чемпионне парӑнтарнӑ. 

Уҫӑ калаҫура тӗрле федераци ертӳҫисемпе тренерӗсем Чӑваш Енри спорта аталантарассипе сӗнӳсем пачӗҫ. Вӑл шутра "Белые камни" физкультурӑпа кану центрӗнче кӗрешекенсем валли ҫулталӑкӗпех тренировкӑсем ирттермелли май туса пама ыйтрӗҫ. Ҫавӑн пекех 11-мӗш спорт шкулӗнче тренерсен йышне ӳстерессипе кӑсӑкланчӗҫ.

Леонид Петров, Игорь Ульянов