Республикӑри регбол федерацийӗ 4 ҫул каялла пуҫарнӑ турнирӑн сумӗ ҫулран ҫул ӳссех пырать. Чӑваш Ен тӗп хулине хальхинче 6 регионтан спортсменсем килсе ҫитнӗ. Тулли ушкӑнсем пирӗн республикӑпа Пермь тӑрӑхӗ кӑна тӑратнӑ пулин те, ытти командӑсем те хӑйсен ӑсталӑхне тивӗҫлипе кӑтартма пултарчӗҫ.
Чи малтанах 7-9 ҫулти спортсменсем вӑй виҫрӗҫ. "Канашские львы" командӑра арҫын ачасемпе танах Валерия Степанова та вылять. Вӑл 5 ҫул ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ӑсталӑхне туптать. Ҫавӑнпа та хӗр ачан кӑмӑл ҫирӗплӗхӗнче иккӗленмелли ҫук. Унӑн шӑллӗ Даниил та ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Вӑл аппӑшӗнчен тӗслӗх илет. Турнир пӗтӗмлетӗвӗпе канашсем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна вара Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн ушкӑнӗ ҫӗнсе илчӗ. Мала тухнисене кӑна мар, турнира хутшӑнакансене пурне те асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Тӗп вӑйӑ Пермь тӑрӑхӗпе Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗсем хушшинче иртрӗ. "Медведи Прикамья" команда Шупашкарта 3 ҫул каялла пулнӑ. Ун чухне вӗсем финалти тупӑшура пирӗн республика спортсменӗсене выляса янӑччӗ. Хальхинче те ӑмӑрту хӗрӳ иртрӗ. Ҫапах та ӑнӑҫу каллех пирӗн атлетсем енче пулчӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗ 14:12 шутпа выляса илчӗ.
Малалла регболистсем ҫӗршыври ӑмӑртусене хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, спортсменсене Самар хули йышӑнма хатӗр.
Диана Иванова, Вячеслав Ильин