725 ҫул каялла Упи паттӑр никӗсленӗ мӑнаҫлӑ ял ҫыннисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине яланах тӗпе хурса пурӑнаҫҫӗ. Кунта хӗлӗн-ҫӑвӗн тӗрлӗрен спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - футбол турнирӗ. Ушкӑнсем ир-ирех тӗрлӗ тӑрӑхран килсе ҫитрӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва кӑҫал ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалларӗҫ. Украина чиккинче ҫӗршыва хӳтӗлеме Упи тӑрӑхӗнчен 30 яхӑн ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен 8-шӗ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Тепӗр икӗ салтак хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче шутланать. Ыттисем вара хӑюллӑн ҫӗнтерӗве ҫывхартаҫҫӗ. Вӗсене пулӑшу парас тӗллевпе тылри халӑха пӗрле пулма чӗнсе уписем ҫак турнира йӗркелеҫҫӗ те.
Ҫакнашкал уявсем, чӑннипех те, халӑха пӗрле пулса пысӑк ӗҫсем тума хавхалантараҫҫӗ. Уписем кӑҫал ялта тӗрлӗ вӑхӑтри вӑрҫӑ ветеранӗсене асӑнса харӑсах темиҫе аллея ҫӗнетме пултарнӑ. Кашнийӗнчех ик енӗпе салтаксен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнӑҫтарса тухнӑ. Паттӑрсене халалланӑ футбол турнирне вара 10 ушкӑн хутшӑнчӗ. Упи ялӗнчен кӑна темиҫе команда пулчӗ. Хастар ял-йыш тӑтӑшах тӗрлӗрен тупӑшу йӗркелесе стадион лапамне такӑрлатсах тӑрать.
Спортпа культура шайӗ ӳссе пыни ял урамӗсенче те куҫкӗрет. Уйрӑм кил умӗсенче те, обществӑлла вырӑнта та ӳкерчӗксем ҫинчи пек куҫа тыткӑнлакан чечек ешерет. Футбол турнирне пӗтӗмлетсе ушкӑнсене хавхалантарнӑ хыҫҫӑн уяв каҫне концерт илемлетрӗ. Ял-йыша эстрада ҫӑлтӑрӗсем савӑнтарчӗҫ.
Алексей Енейкин