Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен ентешне, йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерне Владимир Сергеева ялан асра тытма шантараҫҫӗ. Ҫак тӗллевпех паттӑр ячӗпе ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх.
Хальхинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем Хусан, Пӑва, Шупашкар, Канаш хулисенчен, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Тӑвай тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ. Ӳсӗмне кура спортсменсем 500 метртан пуҫласа 4 ҫухрӑм таран парӑнтарчӗҫ. Курма килнисем вӗсене хавхалантарсах тӑчӗҫ.
Пати ялӗн каччи Владимир Сергеев Хусанти танк училищине пӗтернӗ, танк взвочӗн командирӗ пулнӑ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансан аслӑ лейтенант Донбасс халӑхӗн хӳттине тӑнӑ. Мариупольти нумай ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫакӑншӑн салтака Суворов медалӗпе чысланӑ. Анчах та унӑн пурнӑҫӗ пӗр тан мар ҫапӑҫура татӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑланӑ.
Ӑмӑрту ҫулран ҫул тивӗҫлӗ шайра ирттӗр тесе паттӑрӑн тӑванӗсем, юлташӗсем, муниципалитет ертӳҫисем нумай вӑй хураҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ ушкӑнра чысларӗҫ, дипломсемпе медальсем, кубоксемпе укҫа парса хавхалантарчӗҫ.
Диана Сафонова, Эльвира Иванова, Виктор Степанов