Аслӑ Чемен шкулӗнчен тӑван районпа республика ятне ҫӗршыв шайӗнче ҫӗкленӗ нумай спортсмен тухни тӗлӗнтерет. Темиҫе енпе те. Вӗсен хушшинче икӗ хут тӗнче чемпионӗ, Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ Николай Алёшев каратист та.
Спортӑн тӗрлӗ енӗпе пӗчӗкрен тупӑшса, вӑйӑра вӑй виҫсе ӳснӗ ачасен ӑмӑртас хевти, кайран кирек мӗнле професси илнӗ пулсан та, нихҫан та сӳнмен. Ӗҫлӗ кун-ҫулне физкультура учителӗнчен пуҫланӑ Эдуард Бахмисов шкулти пӗрремӗш ҫитӗнӗве, йӗлтӗрпе чупса ҫӗнтернине, ҫапла аса илет.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӗлӗкрен тӑватӑ наци ывӑл-хӗрӗ туслӑн, килӗштерсе пурӑннӑ: чӑвашсем, мишерсем, вырӑссемпе ирҫесем. Кӑҫалхи ҫулталӑка ҫӗршывра халӑхсен пӗрлӗхне, хамӑр республикӑра халӑхсен туслӑхне халаллама йышӑннине шута илсе, аслӑчеменсем хӑйсен йӑлана кӗнӗ волейбол турнирне шӑпах ҫак ятпа ирттерес тенӗ.
Аслӑ Чементи волейболла выляма юратакансем ку турнира 20 ҫул каялла ирттерме тытӑннӑ. Малтан ӑмӑрту ялти урамсем хушшинче кӑна пулнӑ-ха.
Ял спортсӑр пурӑнма пултарайманнине кура, Эдуард Бахмисовӑн ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑ: вӑл ялта хӑйнеевӗр пӗчӗк олимпиада пуҫарса яма сӗнет.
Турнира хутшӑннӑ 9 ушкӑн хушшинче первомайскисем ылтӑн, Турхан шкулӗ кӗмӗл, Патӑрьелти "Паттӑр" спорт шкулӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнӗ хавхаланупа пуҫланӑ ҫулталӑк ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пуласса спортсменсем иккӗленӳсӗр шанаҫҫӗ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков