Патӑрьел тӑрӑхӗнче Николай Трифонов спорт ветеранӗн ҫавра ҫулне ӑмӑрту йӗркелесе паллӑ турӗҫ 

Хисеплӗ ятсене тивӗҫмен пулин те, "Спорт тренерӗ" тени уншӑн яланах мухтавлӑ илтӗннӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Трифонов спорт ветеранӗ 75 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.

75 ҫулти аслӑ матрос Николай Трифонов паян кун та ҫамрӑксенчен кая мар моряксен "яблочко" ташшине ура хуҫса ташлать. Спортпа туслӑ пулнӑран юн яланах вӗресе тӑнине калать юбиляр. Ҫавӑнпах пулӗ, кашни турнир уншӑн пысӑк уявпа танлашать.

Николай Трифонович кире пуканне ҫеҫ мар, штанга йӑтассинче те хастар та харсӑр темелле. Ҫавах та, ытларах вӑл кире пуканне ҫӗклесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Хӑйпе пӗрле ытти пултаруллӑ ентешӗсене спорт тӗнчине туртнӑ. Кунта уйрӑмах Европа чемпионӗ тата тӗнче чемпионачӗн призерӗ пулнӑ Борис Глинкина палӑртмалла.

Ҫынсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма пӗлекен ӑста ҫур ӗмӗр ытла тренерта ӗҫлесе тӗнче класлӑ икӗ спорт мастерӗ, ҫавӑн пекех СССР тата Раҫҫей шайӗнчи 15 маҫтӑр хатӗрленӗ.

Юбилее халалланӑ уяв турнир евӗр иртрӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинчех кире пуканне парӑнтарчӗҫ.

Ҫавра ҫулпа саламсем йышӑннӑ май Николай Трифонов юлташӗсенчен чылай ырӑ сӑмах илтсе хавхаланчӗ. Сумлӑ тренера чыслакансем Патӑрьел тӑрӑхӗпе тата унти мухтавлӑ ентешӗсемпе хӗпӗртесе калаҫрӗҫ.

Юбилей каҫӗнче 12 ӳсӗмпе виҫе категорийӗнчи спортсменсем тӗрлӗ йывӑрӑшлӑ кире пуканне йӑтрӗҫ. Парнесен фончӗ вара 120 пин тенкӗпе танлашрӗ. 

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин