Виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ турнир кӑҫал республика шайӗнче иртрӗ. Спортсменсем наградӑсен 19 комплекчӗшӗн тупӑшрӗҫ. 2 ушкӑнра 60 ытла ҫын вӑй виҫрӗ. Чи йышли Елчӗк команди пулчӗ. Виталий Марков шӑпах ҫав тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑннӑ. Паллӑ тренерӑн вӗренекенӗсем унӑн ятне ҫӳллӗ шайра тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Елчӗк спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Анастасия Абрамова 40 килоллисен ушкӑнӗнче 2-мӗш вырӑна тухрӗ.
Виталий Марковӑн ӗҫне халӗ унӑн ӗҫтешӗсем тивӗҫлӗ тытса пыраҫҫӗ. Вӗренекенсем те ҫитӗнӳсемпе савӑнтараҫҫӗ. Виталий Марков пысӑк спорта ҫул уҫса панӑ спортсменсенчен пӗри - Кавал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Полина Андреева. 2022-мӗш ҫулхи Раҫҫей чемпионӗ хальхи ӑмӑртура та лайӑх кӑтартупа савӑнтарчӗ. Икӗ енлӗ тупӑшса вӑл 154 кило йӑтма пултарчӗ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командинчи тус-хӗрӗнчен тӗнче класслӑ спорт мастерӗсем Наталья Шаймановапа Ирина Баймулкина та тӑрса юлмарӗҫ - ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫавӑнпа та республика командин тренерӗ Геннадий Иванов кӑтартусемпе кӑмӑллӑ пулчӗ. Абсолютлӑ тупӑшура вара ҫӗнтерӳҫӗ ятсене Раҫҫей спорт мастерӗсем Полина Андреевапа Артемий Перцев тивӗҫрӗҫ.
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин