Нумаях пурӑнайман пулсан та, халӑх асӗнче ырӑ ятпа юлнӑ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче Федор Моисеев ячӗпе кире пуканӗ йӑтакансен йӑлана кӗнӗ черетлӗ турнирӗ иртрӗ. 

Патӑрьел ҫӗрӗнче пурӑнакансем хӑйсен мухтавлӑ ентешӗсене асӑнса ҫулсерен 60 ытла спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - Фёдор Моисеева халалланӑ турнир. Фёдор Петрович патӑрьелсемшӗн чӑн-чӑн паттӑр вырӑнӗнче пулнӑ. Кире пуканне йӑтса та, кӗрешсе те чылай ырӑ кӑтартупа палӑрнӑ вӑл. Район Акатуйӗнче вара ӑна 20 ҫул ҫӗнекен пулман.

Федор Моисеев йывӑр виҫе категорийӗнче кире пуканӗ ҫӗклесе 9 хут Чӑваш АССРӗн чемпионӗ, 10 хут республикӑпа Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен призерӗ пулнӑ. Спортра ҫитӗнӳ тунипе пӗрлех ӗҫре те палӑрнӑ, ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ. Кулленхи пурнӑҫра халӑх умӗнче ырӑ кӑмӑлӗпе асра юлнӑ.

Ҫак турнира та 70 ытла спортсмен хутшӑнчӗ. Вӗсем Чӑваш Енрен ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ регионсенчен те - Чӗмпӗрпе Самар тата Мари тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитрӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакансен йышӗнче 6 тӗнче чемпионӗ пулчӗ.

Тупӑшура ҫамрӑксенчен юлмасӑр спорт ветеранӗсем те кире пуканне парӑнтарчӗҫ. Чаваш Ен рекордсменӗ пулнӑ Фёдор Моисеева асра тытса ҫитӗнекен ӑрӑва хӑюллӑхпа паттӑрлӑх тӗслӗхӗ кӑтартрӗҫ. Сӑмах май, Фёдор Петровичӑн тӑванӗсем те халӑхра яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче.

Турнир ҫӗнтерӳҫисене вара яланхиллех пьедестал ҫине тӑратса медальсемпе чысларӗҫ, парне парса савӑнтарчӗҫ.

Алексей Енейкин