Мала тухас кӑмӑлпа ватти-вӗтти пуҫтарӑнчӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Чемен территори уйрӑмӗнче ҫулсерен йӗлтӗрпе чупса ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакансем икӗ хут тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Николай Алёшев парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшӑва тухаҫҫӗ.

Ӑмӑртса мала тухас кӑмӑлпа ватти-вӗтти пуҫтарӑннӑ: 70 ҫын ытла. Тараватлӑ аслӑчеменсем пурне те вӗри шӳрпепе, чейпе, икерчӗпе сӑйлаҫҫӗ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттересси вӗсемшӗн хӑнӑхнӑ ӗҫ. Йӗлтӗрпе чупса тупӑшасси те йӑлана кӗнӗ.

Ялӗпех йӗлтӗрпе чупма юратнине кура, 21 ҫул каялла кунти хастарсем ҫак спорт тӗсне аталантарма шут тытнӑ, кашни ҫынра ҫӗнтерӳҫӗ кӑмӑлне вӑратас тесе, сӑлтав туса панӑ: вӗсем валли ӑмӑрту йӗркелес, тӗслӗх вырӑнне Аслӑ Чементе ҫуралса ӳснӗ Николай Алёшев спортсмена хурас - вӑл каратэ енӗпе икӗ хут тӗнче чемпионӗ, ҫак территори уйрӑмӗн Хисеплӗ ҫынни.

Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнаҫҫӗ: стартра ачасем те, яш-кӗрӗм те, вӑйпитти арҫынсемпе ветерансем те. Чи кӗҫӗнни - Глеб Сюзюкин - ача садне ҫӳрет. Аслӑ Чемен шкулӗнче паянхи кун 88 ача вӗренет, 10 ача - сатикре. Пурне те мӗн пӗчӗкрен спортпа туслаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чи аслин хушамачӗ те Сюзюкин: Борис Никонович 87 ҫулта.

Йӗлтӗрҫӗсемпе вӗсене курма килнисен кӑмӑлне "Чемен" фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа ҫӗклентерчӗ. Ку таврашри чӑвашсем авалтан килекен йӑласене ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ.  Ҫак Айтуш уҫланкинче яланах ҫуллахи уявсене ирттереҫҫӗ. Кунта кашни ҫемьен, йӑхӑн хӑйӗн вырӑнӗ пур. Хальхинче ку лапамра йӗлтӗрпе чупма та чухах пулчӗ.
Николай Алёшев парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑрту таврари ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн туслӑх уявӗ пулса тӑчӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков