Хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах нӑрвашшӑхальсем мини-футбол тата волейбол турнирӗсене пухӑнчӗҫ. Ӑмӑртусене ку ялта ҫуралса ӳснӗ Владимир Мулендеева асӑнса йӗркелерӗҫ. Чи малтан спорт ветеранӗсен ушкӑнӗсем тата ҫамрӑк футболистсем вӑй виҫрӗҫ. Пӗрремӗш гол кӗртекенӗ вара ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Сергей Мулендеев пулчӗ.
Мини-футбол ӑмӑртӑвӗнче 8 команда вӑй виҫрӗ. Пурӗ ушкӑнра 5-шер футболист. Финалта вара вырӑнти "Лава" тата "Вӑтаел" командӑсем ылтӑн медальшӗн тупӑшрӗҫ. "Лава" ушкӑн кӑҫал футзал енӗпе Атӑлҫи чемпионӗн титулне ҫӗнсе илнӗ. "Вӑтаелсем" вара нумай пулмасть Мускавра иртнӗ мини-футбол лигинче ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Турнирта 2:1 шутпа "Вӑтаел" команда ҫӗнтерсе вӑйлӑрах пулнине кӑтартса пачӗ.
Мини-футбол ӑмӑртӑвӗпе пӗрлех ҫак кун пляж волейболне кӑмӑллакансем те турнира пуҫтарӑнчӗҫ. Мала тухассишӗн 3 ушкӑн вӑй виҫрӗ.
Мала тухакансене паллӑ спортсмен - мини-футбол енӗпе континентсем хушшинчи Кубок ҫӗнтерӳҫи тата Европа чемпионатӗнче 4 хутчен призер пулнӑ Александр Фукин саламларӗ. Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене дипломсем тата асӑнмалах парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Вячеслав Ильин