Хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӑл ҫамрӑксене хавхалантарать

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн физкультура кафедрин доценчӗ Борис Глинкин Китайра иртнӗ сумлӑ ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кире пуканӗ йӑтассипе тӗнчери турнирта вӑл ветерансен ушкӑнӗнче 3 хут мала тухнӑ. Борис Николаевича ҫак ҫитӗнӳпе альма-матерта чысларӗҫ.

Ӑмӑрту Хейнин хулинче иртнӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Борис Глинкин - СССР спорт мастерӗ, кире пуканӗ йӑтассипе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Европа чемпионӗ, ҫавӑн пекех темиҫе рекорд авторӗ. Унсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, чылай паллӑ спортсмена хатӗрленӗ. Аграри университечӗн ректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Алтынова Борис Глинкина аслӑ шкулӑн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Эсир студентсене хӑвӑр тӗслӗхпе спортпа туслӑ пулма хавхалантаратӑр, терӗ. Борис Николаевич кунне 30 пин утӑм тӑвать.

Ҫавӑн пекех Китайри ӑмӑртура Аграри университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Алексей Иванов та палӑрнӑ. Вӑл 78 кило виҫе ушкӑнӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗл пулура малашнехи тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ, вӑл шутра кире пуканӗ спортне аталантарасси пирки калаҫрӗҫ.

Диана Сафонова, Вячеслав Ильин