Турнир Евгений Константинов ҫуралнӑ кун, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртрӗ. "Сокол" хоккей клубӗнче ӑсталӑхне туптанӑ Вӑрмар каччине хисеплесе пӗрле вылянисем, тусӗсем, тӑванӗсем, ентешӗсем ҫитнӗ. Пурте Евгение ырӑпа аса илчӗҫ.
Евгений Константинов пурнӑҫӗ пӗлтӗр 25 тултарсан чӳк уйӑхӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче Курск облаҫне хутӗленӗ чухне татӑлнӑ. Пӑр ҫинче "Сокол-99" тата "Армада" ушкӑнсем тӗл пулчӗҫ. Капитан пулма Евгений шӑллӗне Яна тата ашшӗне, Эдуард Витальевича суйларӗҫ. Пӗрремӗш шайбӑна хапхана "Сокол" хоккеисчӗсем кӗртрӗҫ. Сӑмах май, Евгений Константинов ҫак ушкӑн йышӗнче 2009-2015-мӗш ҫулсенче ҫамрӑксен Раҫҫей первенствинче вылянӑ. Вӑйӑ хӗрӳ иртрӗ. "Ветерансен" дивизионӗнче тӑракан "Армада" та ӑсталӑхне туллин кӑтартрӗ. Матч 7:7 шутпа вӗҫленчӗ. Хапхана чи нумай шайба кӗртекенӗсем Янпа Эдуард Константиновсем пулчӗҫ. Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, "Хӑюлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ Евгений Константинов гварди сержанчӗн ячӗ, унӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асра пулӗ, - терӗҫ турнира йӗркелекенсем.
Екатерина Фомин, Вячеслав Ильин