Елчӗк тӑрӑхӗнче регбол спорчӗн ҫӗнӗ сезонне уҫрӗҫ

"Улӑп" спорт комплексӗнче вырӑнти ушкӑнпа республикӑри федераци хастарӗсен команди туслӑх турнирӗ ирттерчӗҫ. 

Регбол - вӑйлисемпе ҫирӗп чунлисен спорчӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ҫӗнӗ сезона Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче уҫаҫҫӗ. Ку тупӑшу Раҫҫей чемпионатне хатӗрленни шутланать. Ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑва кӑҫалхи ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта ирттерме палӑртаҫҫӗ.

 
Елчӗк тӑрӑхӗнче регбол вӑййние кӑмӑллаҫҫӗ. Вырӑнти ушкӑнри спортсменсем республикӑн пӗрлештернӗ командине те кӗреҫҫӗ. Сӑмах май, 2023-мӗш ҫулта пирӗн республика ҫӗршыв шайӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Чӑваш Ен чысне хӳтӗленисен йышӗнче Елчӗк спортсменӗ, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, 42 ҫулти Александр Лапшин та пулнӑ. 

 
Пӗлтӗрхи сезон та елчӗксем ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илнипе вӗҫленӗ. Халӗ вӗсен чемпион титулне хӳтӗлеме тиврӗ. Ӑмӑрту пӗрремӗш минутранах хӗрӳ те кӑсӑклӑ иртрӗ. Пуҫламӑш гола елчӗксем кӗртрӗҫ пулин те, пӗрремӗш тапхӑр вӗҫне "Чӑваш Ен" ушкӑн 6:3 шутпа мала тухма пултарчӗ. Ҫапах та вӗсене елчӗксем парӑнасшӑн пулмарӗҫ. Вӑйӑ вӗҫлениччен икӗ минут ҫурӑ юлсан шута 9:9-па танлаштарчӗҫ. Юлашки гола вара ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Руслан Самарин кӗртме пултарчӗ. Ҫапла майпа Елчӗк ушкӑнӗ 10:9 шутпа мала тухса регбол енӗпе чи вӑйли пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин